Пĕр-пĕрне час-часах эпир çуралнă кунпа е ытти уявпа саламланă чухне сывлăх сунатпăр. Сывлăх - чăн пысăк пуянлăх, ăна укçапа та, ылтăнпа та илме çуккине пурте лайăх пĕлетпĕр. Вăл çирĕп пултăр тесен ăна тĕрĕслеттерсех тăмалла, профилактика мероприятийĕсене ирттермелле. Татмăшпа Еншикре пурăнакансен халь çапла тума ялтах пур услови те пур. Иккĕшĕнче те пĕр кунта, сентябрĕн 28-мĕшĕнче, вĕр çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайрĕç. Вĕсем таçтанах, аякранах курăнаççĕ, çынсене сывлăхĕсене тимлĕх уйăрма чĕннĕнех туйăнаççĕ. Сăмах май, районта ятарлă программăпа тунă ФАП шăп 10 пулчĕ. Пайланă савăнăç пысăкрах, теççĕ. Уява ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В. Викторов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Г. Петрова, Çĕнĕ Ахпỹрт тата Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕсем А. Майрушкинпа Э. Алимов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин, "Стройкомфорт" пĕрлешỹ директорĕ М. Алимов хутшăнчĕç. В. Викторов пухăннă çынсене ăшшăн саламланă май республикăра 2013 çултанпа 179 фельдшерпа акушер пунктне уçнине, çитес çул тата 25 хута ямаллине, кăçалччен кашни тăваттăмĕшне çĕнетнине, 2020 çула кашни виççĕмĕшне лайăхлатмаллине каларĕ. Икĕ объекта та "Стройкомфорт" тулли мар яваплă пĕрлешỹ виçĕ уйăхра туса пĕтерсе хута янă. Вĕсенче медицина ĕçченĕсене вăй хума пур услови те пур: шыв кĕрет, тухать, çĕнĕ оборудованисем... Татмăшри тата Еншикри А. Максимовăпа Т. Осипова фельдшерицăсем хăйсен хĕпĕртĕвне ниепле те пытараймарĕç, вĕсем республика, район ертỹçисене ял çыннисемшĕн тăрăшнăшăн тав турĕç. Пухăннă çынсен ячĕпе тухса калаçнă Г. Дюкинăпа В. Савутова та çакнах палăртрĕç. Чи савăнăçлă та хумхануллă самант - хĕрлĕ хăю касасси. Уява ачасем те хутшăннă май вĕсем савăнсах çак процеса явăçрĕç. Унтан мероприятие килнисем пурте пĕрле çĕнĕ учрежденисемпе паллашрĕç. Ялти артистсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Комментари Анна Максимова, Татмăшри фельдшерица: "Çак ял хĕрех пулнă эпĕ. Костромари медицина училищинчен вĕренсе тухсан тăван тăрăхах таврăнтăм. 35 çул сывлăх хуралĕнче тăрăшатăп. Çĕнĕ ФАПра паян хама хулари больницăра вăй хунăнах туятăп. Кунта ĕçлеме пур услови те пур. Объекта хăтлăхпа тирпейлĕх кĕртме пулăшнăшăн, субботниксене хастар хутшăннăн ял халăхне те ырă сăмах çеç калас килет". О. ПАВЛОВА - Россия
- Северо-Западный
-
Центральный
- Белгородская область
- Брянская область
- Владимирская область
- Воронежская область
- Ивановская область
- Калужская область
- Костромская область
- Курская область
- Липецкая область
- Москва
- Московская область
- Орловская область
- Рязанская область
- Смоленская область
- Тамбовская область
- Тверская область
- Тульская область
- Ярославская область
- Южный
- Северо-Кавказский
- Приволжский
- Уральский
- Сибирский
- Дальневосточный
Выбрать субъект
Республика Крым
- Все субъекты
- Белгородская область
- Брянская область
- Владимирская область
- Воронежская область
- Ивановская область
- Калужская область
- Костромская область
- Курская область
- Липецкая область
- Москва
- Московская область
- Орловская область
- Рязанская область
- Смоленская область
- Тамбовская область
- Тверская область
- Тульская область
- Ярославская область
Икĕ ялăн пысăк савăнăçĕ
Пĕр-пĕрне час-часах эпир çуралнă кунпа е ытти уявпа саламланă чухне сывлăх сунатпăр. Сывлăх - чăн пысăк пуянлăх, ăна укçапа та, ылтăнпа та илме çуккине пурте лайăх пĕлетпĕр. Вăл çирĕп пултăр тесен ăна тĕрĕслеттерсех тăмалла, профилактика мероприятийĕсене ирттермелле. Татмăшпа Еншикре пурăнакансен халь çапла тума ялтах пур услови те пур. Иккĕшĕнче те пĕр кунта, сентябрĕн 28-мĕшĕнче, вĕр çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайрĕç. Вĕсем таçтанах, аякранах курăнаççĕ, çынсене сывлăхĕсене тимлĕх уйăрма чĕннĕнех туйăнаççĕ. Сăмах май, районта ятарлă программăпа тунă ФАП шăп 10 пулчĕ. Пайланă савăнăç пысăкрах, теççĕ. Уява ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В. Викторов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Г. Петрова, Çĕнĕ Ахпỹрт тата Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕсем А. Майрушкинпа Э. Алимов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин, "Стройкомфорт" пĕрлешỹ директорĕ М. Алимов хутшăнчĕç. В. Викторов пухăннă çынсене ăшшăн саламланă май республикăра 2013 çултанпа 179 фельдшерпа акушер пунктне уçнине, çитес çул тата 25 хута ямаллине, кăçалччен кашни тăваттăмĕшне çĕнетнине, 2020 çула кашни виççĕмĕшне лайăхлатмаллине каларĕ. Икĕ объекта та "Стройкомфорт" тулли мар яваплă пĕрлешỹ виçĕ уйăхра туса пĕтерсе хута янă. Вĕсенче медицина ĕçченĕсене вăй хума пур услови те пур: шыв кĕрет, тухать, çĕнĕ оборудованисем... Татмăшри тата Еншикри А. Максимовăпа Т. Осипова фельдшерицăсем хăйсен хĕпĕртĕвне ниепле те пытараймарĕç, вĕсем республика, район ертỹçисене ял çыннисемшĕн тăрăшнăшăн тав турĕç. Пухăннă çынсен ячĕпе тухса калаçнă Г. Дюкинăпа В. Савутова та çакнах палăртрĕç. Чи савăнăçлă та хумхануллă самант - хĕрлĕ хăю касасси. Уява ачасем те хутшăннă май вĕсем савăнсах çак процеса явăçрĕç. Унтан мероприятие килнисем пурте пĕрле çĕнĕ учрежденисемпе паллашрĕç. Ялти артистсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Комментари Анна Максимова, Татмăшри фельдшерица: "Çак ял хĕрех пулнă эпĕ. Костромари медицина училищинчен вĕренсе тухсан тăван тăрăхах таврăнтăм. 35 çул сывлăх хуралĕнче тăрăшатăп. Çĕнĕ ФАПра паян хама хулари больницăра вăй хунăнах туятăп. Кунта ĕçлеме пур услови те пур. Объекта хăтлăхпа тирпейлĕх кĕртме пулăшнăшăн, субботниксене хастар хутшăннăн ял халăхне те ырă сăмах çеç калас килет". О. ПАВЛОВА 



