Паян электричествăсăр эпир хамăра алăсăр-ура- сăр пекех туятпăр. Пỹртре çутă пĕтсенех кỹрше-арша, тепĕр касра пурăнакансене шăнкăравлама пуçлатпăр, инкек сăлтавне палăртма васкатпăр. Ара, çурта е краççын лампине çутса ларасах килмест, çавăн пекех халь япала çумалли машини, холодильникĕ тата ытти те электричествăсăр ĕçлемеççĕ. Çын хăтлăха хăвăрт хăнăхать çав. Эпир тивĕçлĕ условисенче пурăнччăр тесе "Атăл çинчи МРСК" ПАОн "Чăвашэнерго" филиалĕн Кăнтăр электричество сечĕсен производство пĕрлешĕвĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕнче вăй хуракансем тăрăшаççĕ. Кунта Первомайскинчи участокпа пĕрле 52 çын ĕçлет. Çак пысăк коллектива А. Денисов ертсе пырать. - Йышри кашни çыннăн хăйĕн тивĕçĕ. Пилĕк диспетчер дежурствăпа ĕçлет. Тăватă электромонтер электричество пĕтнĕ яла васкавлăн тухса кайма яланах хатĕр тăрать. Çавăн пекех счетчиксен юсавлăхне кил тăрăх тĕрĕслесе çỹрекенсем те пур. Пирĕн ĕç тимлĕх тата васкавлăх ыйтать, эпир çакна шута хурса вăй хуратпăр та ĕнтĕ, - тет Александр Витальевич. Патăрьелĕнчи электросеть районĕнче ĕçлекенсене çулталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те ялсенче курма пулать. Çанталăк ăшă чухне вĕсем электричество пăралукĕсем карнă юпасене çĕннисемпе улăштарассипе е йывăççисене бетонран тунипе тĕревлессипе, çавăн пекех подстанци трансформаторĕсене çĕнетессипе тăрăшаççĕ. Ĕç калăпăшĕ çителĕклех. Кăçал Патăрьелĕнчи Чапаев тата Киров ячĕллĕ урамсенче, Кивĕ Ахпỹртре, Шăнкăртамра тата ытти ялсенче те вăй хунă. Уявсенче те вĕсене час-часах ĕçре курма пулать. Пĕр-пĕр ялта çутă пĕтнине пĕлсенех çĕрле те, кăнтăрла та пăтăрмаха сирме тухса каяççĕ. О. ПАВЛОВА - Россия
- Северо-Западный
-
Центральный
- Белгородская область
- Брянская область
- Владимирская область
- Воронежская область
- Ивановская область
- Калужская область
- Костромская область
- Курская область
- Липецкая область
- Москва
- Московская область
- Орловская область
- Рязанская область
- Смоленская область
- Тамбовская область
- Тверская область
- Тульская область
- Ярославская область
- Южный
- Северо-Кавказский
- Приволжский
- Уральский
- Сибирский
- Дальневосточный
Выбрать субъект
Республика Крым
- Все субъекты
- Белгородская область
- Брянская область
- Владимирская область
- Воронежская область
- Ивановская область
- Калужская область
- Костромская область
- Курская область
- Липецкая область
- Москва
- Московская область
- Орловская область
- Рязанская область
- Смоленская область
- Тамбовская область
- Тверская область
- Тульская область
- Ярославская область
Çĕрле е кăнтăрла - электричество пултăр ялан
Паян электричествăсăр эпир хамăра алăсăр-ура- сăр пекех туятпăр. Пỹртре çутă пĕтсенех кỹрше-арша, тепĕр касра пурăнакансене шăнкăравлама пуçлатпăр, инкек сăлтавне палăртма васкатпăр. Ара, çурта е краççын лампине çутса ларасах килмест, çавăн пекех халь япала çумалли машини, холодильникĕ тата ытти те электричествăсăр ĕçлемеççĕ. Çын хăтлăха хăвăрт хăнăхать çав. Эпир тивĕçлĕ условисенче пурăнччăр тесе "Атăл çинчи МРСК" ПАОн "Чăвашэнерго" филиалĕн Кăнтăр электричество сечĕсен производство пĕрлешĕвĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕнче вăй хуракансем тăрăшаççĕ. Кунта Первомайскинчи участокпа пĕрле 52 çын ĕçлет. Çак пысăк коллектива А. Денисов ертсе пырать. - Йышри кашни çыннăн хăйĕн тивĕçĕ. Пилĕк диспетчер дежурствăпа ĕçлет. Тăватă электромонтер электричество пĕтнĕ яла васкавлăн тухса кайма яланах хатĕр тăрать. Çавăн пекех счетчиксен юсавлăхне кил тăрăх тĕрĕслесе çỹрекенсем те пур. Пирĕн ĕç тимлĕх тата васкавлăх ыйтать, эпир çакна шута хурса вăй хуратпăр та ĕнтĕ, - тет Александр Витальевич. Патăрьелĕнчи электросеть районĕнче ĕçлекенсене çулталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те ялсенче курма пулать. Çанталăк ăшă чухне вĕсем электричество пăралукĕсем карнă юпасене çĕннисемпе улăштарассипе е йывăççисене бетонран тунипе тĕревлессипе, çавăн пекех подстанци трансформаторĕсене çĕнетессипе тăрăшаççĕ. Ĕç калăпăшĕ çителĕклех. Кăçал Патăрьелĕнчи Чапаев тата Киров ячĕллĕ урамсенче, Кивĕ Ахпỹртре, Шăнкăртамра тата ытти ялсенче те вăй хунă. Уявсенче те вĕсене час-часах ĕçре курма пулать. Пĕр-пĕр ялта çутă пĕтнине пĕлсенех çĕрле те, кăнтăрла та пăтăрмаха сирме тухса каяççĕ. О. ПАВЛОВА 



