Пограничниксен энциклопедийĕ кун çути курчĕ ÇАК кунсенче районти пограничниксем тахçантанпах кĕтекен "Я служил на границе" кĕнеке кун çути курчĕ. Районти "Пограничное братство" пĕрлешỹ членĕсен йышăнăвĕпе, Анатолий Быков пограничник хастарлăхĕпе пилĕк çул йĕркелесе пынă ĕçĕн результачĕ куç умĕнче. Тĕрлĕ çулта чикĕ хуралĕнче службăра пулнă ентеш-ветерансен пурнăçне сăнлакан "чун апачĕпе" пограничниксем çеç мар, ытти вулакансем те паллашма пултараççĕ. Хытă хуплашкаллă, 350 страницăллă кĕнекене Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 1119 çыннăн салтак пурнăçне сăнлакан сăн ỹкерчĕкне тата унăн кĕске биографине вырнаçтарнă. Вĕсем хушшинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Çурçĕр Кавказра, Афганистан вăрçинче, ХIХ ĕмĕрте патша çарĕнче чикĕ хуралĕнче тăнă салтаксен ячĕсем те пур. Кунтах пограничниксен çар историйĕ, кăкăр çине çакмалли тата патшалăх наградисем, хальхи кадет класĕсен аталанăвĕ тата ытти пирки вуласа пĕлме пулать. Салтака ăсатмалли ĕлĕкхи йăла-йĕркене аса илни те кăсăклă.
Читать новость полностью на сайте "Авангард (Батырево)"