Январĕн 6-мĕшĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче муниципалитетăн социаллă-экономикăлла аталанăвне тишкернĕ, иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Çавăн пекех вĕсем кăçал хута каймалли объектсемпе – Шăнкăртамри сĕт тирпейлекен «Эко продукт» тата аш-какай тирпейлекен «Баракат» кооперативсемпе паллашнă. Кунти цехсем ĕçлеме пикенсен тепĕр 30 çын валли ĕç пулĕ. Шăнкăртамри Ферит Чабатов фермерăн осетр йышши пулăсем ĕрчетекен бассейнне те çитсе курнă. Юлашкинчен Рудольф Селиванов Кĕçĕн Арапуçĕнчи çутăпа тивĕçтернĕ йĕлтĕр базинче район спортпа туризма аталантарас тĕлĕшпе еплерех ĕçлесе пынипе паллаштарнă. Вадим Николаев пĕтĕмĕшле Юхмапа Пăла тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлнă. - Россия
- Северо-Западный
-
Центральный
- Белгородская область
- Брянская область
- Владимирская область
- Воронежская область
- Ивановская область
- Калужская область
- Костромская область
- Курская область
- Липецкая область
- Москва
- Московская область
- Орловская область
- Рязанская область
- Смоленская область
- Тамбовская область
- Тверская область
- Тульская область
- Ярославская область
- Южный
- Северо-Кавказский
- Приволжский
- Уральский
- Сибирский
- Дальневосточный
Выбрать субъект
Чувашская республика
- Все субъекты
- Белгородская область
- Брянская область
- Владимирская область
- Воронежская область
- Ивановская область
- Калужская область
- Костромская область
- Курская область
- Липецкая область
- Москва
- Московская область
- Орловская область
- Рязанская область
- Смоленская область
- Тамбовская область
- Тверская область
- Тульская область
- Ярославская область
Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталанăвĕпе кăмăллă
Январĕн 6-мĕшĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче муниципалитетăн социаллă-экономикăлла аталанăвне тишкернĕ, иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Çавăн пекех вĕсем кăçал хута каймалли объектсемпе – Шăнкăртамри сĕт тирпейлекен «Эко продукт» тата аш-какай тирпейлекен «Баракат» кооперативсемпе паллашнă. Кунти цехсем ĕçлеме пикенсен тепĕр 30 çын валли ĕç пулĕ. Шăнкăртамри Ферит Чабатов фермерăн осетр йышши пулăсем ĕрчетекен бассейнне те çитсе курнă. Юлашкинчен Рудольф Селиванов Кĕçĕн Арапуçĕнчи çутăпа тивĕçтернĕ йĕлтĕр базинче район спортпа туризма аталантарас тĕлĕшпе еплерех ĕçлесе пынипе паллаштарнă. Вадим Николаев пĕтĕмĕшле Юхмапа Пăла тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлнă. 
